Пӑтӑрмаха таҫта та ҫакланма пулать ҫав. Шупашкарти ҫулланнӑ хӗрарӑм, ав, дачӑна кайсан аманнӑ. Вӑл карта хӳминчен тухса тӑракан пысӑк тимӗр пӑта ҫине пуҫӗпе тӑрӑннӑ. Пуҫне амантнӑ хӗрарӑма икӗ службӑн пулӑшма тивнӗ. Малтан — Чӑваш Респуликин шыравпа ҫӑлав службин, кайран — тухтӑрсен.
Инкек утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 17 сехет те 10 минутра Шупашкар районӗнчи Вӑрманкасси ялӗнчи «Юбилейное» сад юлташлӑхӗнче пулса иртнӗ. Вырӑна пырса ҫитнӗ ҫӑлавҫӑсем гидроинструментпа пысӑк тимӗр пӑтана касса илсе ватӑ хӗрарӑма карта ҫумӗнчен хӑтарнӑ, унтан васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсене чӗнсе илнӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш Енре аҫа ҫапнине пула 5 пушар пулнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ – нумай хваттерлӗ ҫуртра.
Шупашкарти Ленин Комсомолӗн урамӗнчи 30-мӗш тата 32-мӗш ҫуртсенче ҫиҫӗме пула тӗпелти техника сиенленнӗ.
Шупашкар районӗнчи Вӑрӑмту ялӗнче ҫурта аҫа ҫапнӑ. Пӳрт тӑрри тата шалти отделка сиенленнӗ. Красноармейски районӗнчи Дворик ялӗнче те ҫурта аҫа ҫапнӑ. Йывӑҫ пӳрт кӗле ҫаврӑннӑ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӗрмер ялӗнче 1 тонна утӑ хунӑ сарай ҫунса кайнӑ.
Ӗнер пирӗн республикӑра аслатиллӗ ҫумӑр ҫуса иртнӗ, вӑйлӑ ҫил тухса кайнӑ хыҫҫӑн 11 районти 33 ял ҫутӑсӑр юлнӑ. Ҫутҫанталӑка пула 2763 ҫуртра ҫутӑ сӳнсе ларнӑ.
Пӑрачкав салинче, тӗслӗхрен, Сад урамӗнче йывӑҫ ӳксе ҫутӑ пӑралукне татса пӑрахнӑ, Яшин урамӗнче трансформатор подстанцине аҫа ҫапнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн унти 12 урам ҫутӑсӑр юлнӑ.
Паянхи, ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнчи, ир тӗлне Йӗпреҫ, Пӑрачкав, Шупашкар, Ҫӗмӗрле районӗсенчи 14 ялта ҫутӑ пулман. Вӗсенчи 1244 ҫуртра ҫынсем электричествӑсӑр лараҫҫӗ. Ҫутӑ парассине кӑнтӑрла тӗлне вӗҫлеме палӑртнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче те аслатиллӗ ҫумӑр, вӑйлӑ ҫил хыҫҫӑн республикӑри хӑш-пӗр вырӑнта ҫутӑ сӳнсе ларнӑччӗ. Ун чухне 17 пин ҫын ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ.
Шупашкар районӗнче 47 ҫулти арҫынна вӗлернӗ. Ҫакна пӗр ялтах пурӑнакан 55 ҫулти арҫын тунӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ӑна тытса чарнӑ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви версийӗ ҫапларах: утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 17-19 сехетсенче 47-ри арҫын 55-ри пӗлӗшӗпе Чӑрӑшкасси ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗве патӗнче пулнӑ. Вӗсем эрех ӗҫнӗ, хирӗҫсе кайнӑ. Аслӑраххи кӗҫӗннине кӑкӑрӗ тӗлӗнчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Лешӗ кӗске вӑхӑтран вилнӗ.
Следстви комитечӗ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчет.
Чӑваш Енре пурӑнакан пӗр арҫын Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцине ӗҫе вырнаҫма ӗмӗтленни, пули-пулми ҫынна илес ҫук тесе шухӑшланӑран ултавҫӑ-хӗрарӑм капкӑнне ҫакланнине Чӑваш халӑх сайчӗ иртнӗ уйӑхра пӗлтернӗччӗ. Ултавҫӑ-хӗрарӑм Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пурӑнать иккен.
Хӗрарӑм ҫынна шанакансене паллашу сайчӗ урлӑ тупнӑ. Хӑшӗсене вӑл сипленме укҫа кирлӗ, теприсене бизнеса аталантарма кирлӗ, виҫҫӗмӗшӗсене ӗҫе вырнаҫма пулӑшанҫи пулнӑ. Капкӑна ытларах чухне арҫынсем ҫакланнӑ. Йӗрке хуралҫисем шухӑшланӑ тӑрӑх, улталанакансем тата та нумайрах, вӗсем полицие хальлӗхе пурте пӗлтермен.
Шупашкар районӗнчи Юртукасси ялӗнче пурӑнакан Вера Блинова чӑваш тӗрриллӗ кӗпе тӑхӑнма тахҫанах ӗмӗтленнӗ. Анчах хаклӑ тесе туянма укҫа хӗрхеннӗ.
Тӗрлеме вӑл ачаранах пӗлнӗ-ха. «Хыпар» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, «амӑшӗ хыҫҫӑн хӗресле, яка майпа тӗрлеме хӑнӑхса пынӑ. Ҫывӑх тӑванӗсен салтака каякан ывӑлӗсем валли пӗр каҫра ал шӑлли тӗрлеме пултарнӑ».
«Юнашарта пурӑнакан Ваньккан арӑмӗ, инке, наччасрах тӗрӗ валли ӳкерчӗк туса паратчӗ. «Ну, Вера, эсӗ пултаратӑн, камӑн тӗрри хитререххине ыран кайса курӑн», — тетчӗ», — аса илнӗ Вера Блинова.
Клубра ӗҫлеме пуҫласан храрӑм хӑйӗн ӗмӗт-тӗллевне пурнӑҫа кӗртнӗ-кӗртнех.
Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Эп сӳннӗ чух – эс ҫун!» премьерӑна кӑтартӗҫ.
Ку ӗҫе Михаил Сунталӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ. Спектакль Шупашкар районӗнче ҫуралса ӳссе тӗнчипе паллӑ ӑсчаха тухнӑ Никита Бичуринпа паллаштарать.
Никита Яковлевич хӗвелтухӑҫ халӑхӗн историне тӗпченӗ, ҫулҫӳревҫӗ пулнӑ, китай чӗлхине аван пӗлнӗ, Раҫҫейре синологие йӗркелесе яраканӗсенчен пӗри.
Ентешӗн ят-сумне тӑван тӑрӑхра ҫӳле ҫӗклессишӗн хӑй вӑхӑтӗнче Шупашкар районӗнче самай ӗҫ туса ирттерчӗҫ. Кӳкеҫре «Бичурин тата хальхи самана» музей уҫрӗҫ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче лартакан «Эп сӳннӗ чух – эс ҫун» драма та Никита Бичурин ятне асра тытма пулӑшӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен тытӑнса утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗччен Шупашкар районӗнчи «Ясна» этноэкологи комплексӗнче чӑваш ҫамрӑкӗсен пӗтӗм Раҫҫейри этнографи форумӗ иртнӗ. «Алла-Аллӑн» ят панӑ мероприятие Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институчӗ республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫсен тата архив ӗҫӗн министерстви тата Федерацин национальноҫсен агентстви пулӑшнипе йӗркеленӗ.
Этнографи форумӗн тӗллевӗ наци культурине тата чӑваш фольклорне вӗренессипе ҫамрӑксене кӑсӑклантарасси. Ҫамрӑксен слётне культура институчӗн, педагогика тата аграри университечӗсен, музыка училищин студенчӗсем хушӑннӑ.
Форумра музыка инструменчӗсене ӑсталама, чӑваш рунисен вӑрттӑнлӑхне, тӑмран савӑт-сапа ӑсталама вӗрентнӗ, чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе, халӑх вӑййисемпе паллаштарнӑ.
Паян Шупашкар районӗнчи Ҫатракассинче ҫурт ҫуннӑ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӳртре ачасем пулнӑ. Телее, никам та шар курман.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасем шӑрпӑкпа вылянӑ, пушар ҫавӑнтан тухма пултарнӑ. Палӑртмалла: килте арҫын ачапа хӗрача пулнӑ.
Пушар паян 14 сехет иртсен пулнӑ. Ӑна 3 пушар машини сӳнтернӗ. Ҫулӑм тӑррине сиенлетнӗ, вӑл ишӗлсе аннӑ.
Кӳкеҫре вырнаҫнӑ поликлиникӑна юсама 100 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Вӑл Шупашкар районӗн тӗп пульници шутланать.
Ҫавна май аукцион ирттереҫҫӗ. Малтанхи хака палӑртнӑ: 110 миллион та 875,2 пин тенкӗ. Конкурса пӗтӗмлетсе ҫӗнтерӳҫе суйлӗҫ, вӑл пульницӑна 2021 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗччен юсаса ҫӗнетме тивӗҫ.
Строительсен ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗччен демонтаж тума тытӑнмалла. Пульницӑра шалтине ҫӗнетӗҫ, фасада, тӑррине улӑштарӗҫ, пушар тата хурал тытӑмӗсене юсӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кашкӑр Микули, чӑваш сӑвӑҫи, юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Хусанта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсен пӗрремӗш пухӑвӗ иртнӗ. | ||
| Андреев Иван Андреевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Павлова Надежда Васильевна, чӑваш балерини ҫуралнӑ. | ||
| Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |